2018 | Кушак сӗт тӑкӑнасса кӗтет, йытӑ татӑк ӳкессе кӗтет. | Кушак — Шӑши |
2019 | Кушак ҫемҫерех вырӑна шырать теҫҫӗ. | Кушак — Шӑши |
2020 | Кушак ҫӗр каҫа вуникӗ хутчен ҫынна вӗлересси пирки, вӗлерсессӗн ҫисе яраймасси пирки шутлать тет. | Кушак — Шӑши |
2021 | Кушак ҫук ҫӗрте шӑши те патша. | Кушак — Шӑши |
2022 | Кушак та ӗлӗк сӑваплӑ чӗрчун пулнӑ тет. | Кушак — Шӑши |
2024 | Кушак тӑхӑр вилӗмрен хӑтӑлма пултарать теҫҫӗ. | Кушак — Шӑши |
2023 | Кушак тӗк майлӑ шӑлнине юратать. | Кушак — Шӑши |
2027 | Кушак шӑши тесе кашкӑр куҫне чавнӑ тет. | Кушак — Шӑши |
2025 | Кушак шӑшие тус мар тет. | Кушак — Шӑши |
2026 | Кушак ырлӑхне пӗтӗм чӗрчун ӑмсанать. | Кушак — Шӑши |
2028 | Кушак: «Хуҫа хӑй ҫинӗ, мана ҫитермес», — тесе элеклет Турра. Анчӑк калать тет: «Халь хӑй те ҫимен, хӑй ҫисен парать». | Кушак — Шӑши |
2029 | Кушака кӑмака пултӑр. | Кушак — Шӑши |
2030 | Кушака кулӑ, шӑшие вилӗм. | Кушак — Шӑши |
2031 | Кушака ҫӗнсе шӑши айне пулнӑ. | Кушак — Шӑши |
2032 | Кушака хӑйма ҫиме вӗрентмеҫҫӗ. | Кушак — Шӑши |
2033 | Кушака чуптума юрамасть теҫҫӗ. | Кушак — Шӑши |
2034 | Кушака юратакан арҫын арӑмне юратать, йытта юратакан хӗрарӑм упӑшкине юратать. | Кушак — Шӑши |
2035 | Кушакпа ҫывӑракан кукша пулать. | Кушак — Шӑши |
2036 | Кушаксем туй тунӑ чух петӗм тӗнче ҫӳҫенет. | Кушак — Шӑши |
2054 | Куян — кулянчӑк, мулкач — мухтанчӑк. | Мулкач |
2055 | Куян куляна-кулянах ватӑлать. | Мулкач |
2056 | Куян курнипех кутӑн кайса ларас мар. | Мулкач |
2057 | Куян куҫӗ катаран курать. | Мулкач |
2058 | Куян пек хӑравҫӑ тата кам пур? | Мулкач |
2059 | Куян пек хӑравҫӑ татах пур. | Мулкач |
2060 | Куян ҫухрӑмне утса тухма хӗн. | Мулкач |
2061 | Куян тирӗ те пӗр ҫула тӳсет. | Мулкач |
2062 | Куян хыҫҫӑн кусма ҫук, вилен хыҫҫӑн вилме ҫук. | Мулкач |
2063 | Куян чупать хир тӑрӑх, нуша чупать ял тӑрӑх. | Мулкач |
2064 | Куяна — калча, чухӑна — ача. | Мулкач |
2065 | Куянӑн хӳри те, ӑсӗ те кӗске. | Мулкач |
2066 | Куянӗ пӗр тенкӗ тӑрать, йӗрлесси пин тенкӗ тӑрать. | Мулкач |
2067 | Куяншӑнах ан кулян, хӑйшӗн хӑй кулянтӑр. | Мулкач |
1713 | Лайӑх автан мӑнтӑр пулмасть. | Автан |
2225 | Лайӑх кӗсререн лайӑх тиха пулать. | Ут — Лаша |
2226 | Лайӑх лаша пуҫне ухса утать. | Ут — Лаша |
2227 | Лайӑх лаша тилхепе вӗҫҫӗн те пырать. | Ут — Лаша |
2228 | Лайӑх лаша чӑпӑрккасӑрах чупать. | Ут — Лаша |
2230 | Лайӑх лашана пӗр пушӑ, чуман лашана ҫӗр пушӑ. | Ут — Лаша |
2229 | Лайӑх лашана сӗлӗ хӑвалать. | Ут — Лаша |
2231 | Лайӑх лашана чӑпӑркка кӑтартни те ҫитет. | Ут — Лаша |
2232 | Лайӑх лашапа Вӑрнар ҫулӗ те вӑрӑм мар. | Ут — Лаша |
2085 | Лапсӑркка сурӑхӑн ҫӑм нумай. | Сурӑх |
2268 | Лаша — хамӑн лайӑх, арӑм — ҫыннӑн лайӑх. | Ут — Лаша |
2233 | Лаша апачӗ лашаран хаклӑ. | Ут — Лаша |
2234 | Лаша ашне тутар ҫех юратать. | Ут — Лаша |
2235 | Лаша вырӑнне пакша тыттарса хӑварнӑ тет. | Ут — Лаша |
2236 | Лаша вырӑнне чӑпӑркка кӳлсе ҫӳреме май ҫук ҫав. | Ут — Лаша |
2237 | Лаша илес тесен ҫамрӑккине ил. | Ут — Лаша |
2238 | Лаша йӑваланнӑ ҫӗре ҫӑм тӑкӑнса юлатех. | Ут — Лаша |